назв. игры. Н. Седяк. Çĕрĕк çăпаталла. Урамра выртакан çĕрĕк çăпатасене пухаççĕ пĕр çĕре. Çапаççĕ шалçа, шалçаран кантра çыхаççĕ пĕр-ик-виç аршăн тăршшĕ, çăпатасене шалçа патне купалаççĕ. Вăйă пуçланнă чух шăпа тытса çăпатасене хуралла хураççĕ. Ытти ачасем ун çăпатисене вăрлаççĕ. Вăрланă чух хуралçи тапса лектерсен, лекекенни хураллать. Пĕр çынна та лектереймесен, çăпатисене вăрласа пĕтерсен, хуралçине çăпатасемпе перкелеççĕ. Шалçа патĕнчен тарса, калле çаврăнса килет попой (побои) çие-çие. Унтан çăпатасене пухаççĕ. Татах хуралçи: калачи продаем! тесе, çаврăнса çӳрет çăпатисем тавра. Унччен те пулмасть, çăпатисене пĕр енчен тапа пуçлăççĕ. Вăрлакансене лектерсен — хăтăлать, лектереймесен, çавах хураллать.
Çавăн пекех пăхăр:
çĕрĕç çĕрĕçĕ çĕрĕк çĕрĕк çăпата « çĕрĕк çăпаталла » çĕрĕк пулă çĕрĕк-çарăк çĕрĕк-çатăк çĕрĕк-каç çĕрĕк-марăк